Content-Length: 232914 | pFad | http://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1%80%D0%BC%D0%B5%D0%BD_%D1%87%C4%95%D0%BB%D1%85%D0%B8

Эрмен чĕлхи — Википеди Контент патне куҫ

Эрмен чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эрмен чĕлхи
Тăван ячĕ: Հայերեն [hayeren]
Патшалăхсем: Эрмени тата 60 çершыва яхăн [çăлкуç?]
Официаллă статус: Эрмени, Туçи Карабах Республики
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Палеобалкан турачĕ
Грек-фриги-эрмен ушкăнĕ
Фриги-эрмен ушкăн пайĕ
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: арм 055
ISO 639-1: hy
ISO 639-2: arm (B); hye (T)
ISO 639-3: hye
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Шаблон:Инди-европейсем

Эрмен чĕлхи (эрм. Հայերեն) — инди-европа чĕлхисен çемйин тухăç пайне кĕрет, çак ушканăн урăх чĕлхисемпе те çывăх шутланать (балти, славян, иран). Вĕсем хушшинче аваллă çурулăхли пулать. Эрмен алфавитне Месроп Маштоц 405—406 çç туса хунă ( Эрмен çырулăхĕ)[1].

Пур тĕнчипе эрменле калаçакан — 9 миллиона яхăн çын.

Чĕлхе аталанăвĕн тапхăрĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
инди-европа çемйинчи тапхăрĕсене пайланинче эрмен чĕлхин вырăнĕ

Эрмен калаçупа литература чĕлхин тапхăрĕсен палăртас ĕçре уйрăмлăх пур — литература хорми пуплевĕнчен 1-2 ĕмĕре кая юлса çирĕпленет.

Эрмен калаçу чĕлхин (пуплев) кун-çулĕ 5 тапхăртан тăрать:

Эрмен литература (çыру) чĕлхи 3 тапхăртан тăрать:

  • авалхиV-XI ĕмĕрсем. Çак тапхăрти чĕлхене авалхи эрмен, çыру палăкĕсен чĕлхине — грабар теççĕ
  • вăтаXI-XVII ĕмĕрсем. Вăтам тапхăр чĕлхине вăта эрмен теççĕ
  • çĕнĕXVII ĕмĕртенпе хальхи куна çити. Çĕнĕ тапхăрта хальхи эрмен чĕлхи хормăланать, XIX ĕмĕр вĕçĕнчен пуçласа çĕнĕ эрмен литература чĕлхи пулса тăрать. Темиçе диалектран пуçтарăнакан тухăç тата анăç варианчĕсене уйăраççĕ. Армени Республикинче пурăнаканнисем тухăç (ашхарабар) варианчĕпе усă кураççĕ.

Эрмен чĕлхин лингвастика уйрăмлăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фонетикăра 6 уçă тата 30 хупă фонема:

  • авалхи тапхăрĕнче —
    • инди-европа фонологи системи хăш улăштарусемпе;
    • уçă сассен тăсăлăвĕн уйрăмлăхне çухатни;
    • сыпăк сонанчĕсем уçă, сыпăклă мар сонанчĕсем хупă сасăсене куçни;
    • çĕнĕ фрикативлă фонемсем пулса тăни;
    • аффрикатсем пулса тăни;
    • изменение взрывных по перебою, герман чĕлхисенчи хупă сасăсем куçăнни;
    • виçĕ тĕрлĕ хупă сасăсем (янрав, янравсăр тата сывласа кăларни) пурри;
  • вăта тапхăрĕнче —
    • янрав сассене янравсăрлани, янравсăр сассене янравлани;
    • дифтонгĕсене монофтонгизацилени;
  • çĕнĕ тапхăрĕнче —
    • чĕлхен икĕ çĕнĕ диалекчĕ (уйрăмлăхĕ тӳрех консонантисăмра) пуçланса кайни.

Морфологире:

Тĕп диалекчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Диалектсен тухăç ушкăнĕ тата тухăç эрмен литература чĕлхи — СССР пулнă территорисенче сарăлнă (Анăç Арменирен куçса килнĕ ял çыннисемсĕр пуçне), Иранра, Индире. Литература чĕлхин тухăç эрмен варианчĕ Армени Республикин патшалăх чĕлхи шутланать.
  • Диалектсен анăç ушкăнĕ тата анăç эрмен литература чĕлхи - эрмен диаспорин диалекчĕ, Çывăх Тухăçра, Европăра тата Америкăра, СССР пулнă хăш çĕрсенче сарăлнă.

Эрмен чĕлхин çырулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех Эрмен историографийĕ статьяна вулăр.

V ĕмĕрченхи эрмен çырулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Armenian-alphabet.jpg
Ӳкерчĕк:Aysesahmannartashesi.jpg
Арташес I патшан арамейла çырнисем, пирĕн эрăччен II ĕмĕр.

Çыру несĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех Вăтам ĕмĕрсенчи эрмен литературин хронологийĕ статьине вулăр.

Манускрипт, V-VI ĕмĕрсем.

Эрмен çырулăхĕн V—XVIII ĕмĕрсенче тунă 25 пинрен ытла ал çыру палăкĕсем, çаплах 4 пинрен чылай вакланчăк-татăк ал çырăвĕсем сыхланса юлнă.

Çыру этеплĕхĕн пĕрремĕш палăкĕсене V ĕмĕр тĕлĕпе кăтартнă, каярах темиçе ĕмĕр тăршшипе ют çĕре хапсăнакансем çав тери нумай (XI ĕмĕре кăна пăхсан: Стефанос Орбелян хаклавĕ 10 пин ал çырăвĕ) пĕтернĕ. Эрмен кĕнеке пичетленевĕнчен (1512 ç.) пуçласа 1800 çулчен 1170 ытла ятлă эрмен кĕнеки (вырăс чĕлхи хыççăн СССР республикисен хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă) пичетлесе кăларнă. Акоп Мегапарт пархатарлă ĕçлĕхне пула эрмен чĕлхи кĕнеке пичетлевĕнче хăйĕн регионĕнче пĕрремĕш чĕлхе пулса тăрать.

Авалхи манускрипт (ал çырăвĕ) тата савăл çыру вакланчăкĕсем (фрагменчĕсем) V—VI ĕмĕрсем
Авалхи оргиналлă çыру ĕçĕ («Маштоц пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ») 440-мĕш çулсем[2]
Авалхи пурĕпе сыхланса юлнă ал çырăвĕ («Турă амăшĕн евангелийĕ»). VII век[3]
Авалхи тĕнлĕ мар поэзи çырăвĕ VII век[4]
Кун-çулне тĕп-тĕрĕс палăртнă чул çинчи авалхи çыру (таса Рипсимэ чиркĕвĕ) 618 çул
Кун-çулне тĕп-тĕрĕс палăртнă сыхланса юлнă авалхи ал çырăвĕ 862 год[5]
Кун-çулне тĕп-тĕрĕс палăртнă пурĕпе сыхланса юлнă авалхи ал çырăвĕ 887 çул[6]
Авалхи хут çырăвĕ (аваллăхĕпе тĕнчере 4-мĕш).[7] 981 çул[7]
Сыхланса юлнă чи пысăк çыру 1200—1202 çулсем[8]
Сыхланса юлнă чи пĕчĕк çыру XV ĕмĕр[9]
Пĕрремĕш пичетлĕ кĕнеки («Урбатагирк») 1512 çул[10]
Пĕрремĕш тапхăрлă тухакан эрмен чĕлхиллĕ журнал («Аздарар») 1794 çул[11]

Вуншар аваллăх литературăпа çыру палăкĕсем пирĕн куна эрмен куçарăвĕпе çитрĕç, вĕсем ĕретĕнче Зенон, Евсевий Кесарийский, Аристид, Филон Александрийский, Иоанн Златоуст тата чылай ытти çыравçăсен ĕçĕсем, çаплах Аристотельпе Платон ĕçĕсене эрмен чĕлхине куçарнисене автăр çырнине чи çывăххи тесе шутлаççĕ.

Эрмен чĕлхин тĕпчев кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
М.Себастаци хатĕрленĕ эрмен чĕлхи грамматики, Венеци, 1730 çул.‎

Эрмен чĕлхин пĕрремĕш тĕпчевçи Месроп Маштоц (361—440) шутланать, вăл 405—406 çулсенче эрмен алфавитне хайлать.

V пуçламăшĕнче — VI вĕçĕнче эрмен чĕлхине Фраки Дионисийĕ (п.э.II—п.э. I ĕмĕрсем) çырнă «Грамматика ӳнерне» куçарнă, çак ĕнтĕ эрмен чĕлхине тĕпчес ĕçĕн çĕнĕ тапхăрĕ пулать.

Эрмен чĕлхипе кĕнеке пичетлени тата периодика кăларăмĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Тагаран» («Юрă пуххи»), 1513 çул, Венеци
Акоп Мегапарт

..

Антропонимика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Эрмен ячĕ


  • Марр Н. Я., Грамматика древнеармянского яз., СПБ., 1903;
  • Hübschmann H., Armenische Grammatik, I, Lpz., 1897;
  • Л. Мсерианц, «О так наз. „ванских“ (урартских) лексикальных и суффиксальных элементах в армянском языке.», М., 1902;
  • Его же, «Этюды по армянской диалектологии», ч. I, М., 1897;
  • Meillet A., Ésquisse d’une grammaire comparée de l’arménien classique, Vienne, 1903;
  • Его же, Altarmenisches Elementarbuch (в серии «Indogermanische Bibliothek», hrsg. von H. Hir und W. Streitberg), Heidelberg, 1913.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Армян чӗлхи: хӑш чӗлхе шутне кӗрет?
  2. ^ Армянская советская энциклопедия, т. 5, стр. 660 (арм.). Основные рукописи с XIV века. Вопрос оргинального (первоначального) языка «Истории» Агатангелоса в исторической науке не решен.
  3. ^ Армянская советская энциклопедия, т. 6, стр. 695 (арм.)
  4. ^ Армянская советская энциклопедия, т. 3, стр. 297 (арм.). Элегия «Плач на смерть великого князя Дживаншира», сочинённый поэтом-лириком VII в. Давтаком Кертогом(ĕçлемен каçă) помещена в труде Мовсеса Каганкатваци «История страны Агванк» (кн.II, гл.35).
  5. ^ Армянская советская энциклопедия, т. 7, стр. 628—629 (арм.)
  6. ^ Армянская советская энциклопедия, т. 4, стр. 470 (арм.)
  7. ^ 1 тата 2 Армянская советская энциклопедия, т. 6, стр. 160 (арм.)
  8. ^ Армянская советская энциклопедия, т. 7, стр. 659 (арм.). Манускриптра 601 страницă, йывăрăшĕ — 28 кг, 55,3×70,5.
  9. ^ 104 манускрипт страници, йывăрăшĕ — 19 гр, 3×4 см.
  10. ^ См. История армянского книгопечатания
  11. ^ С возникновения армянского периодического издания до 1920 года вышло более 1800 наименований армянских газет и журналов. (самый древний журнал в мире, который издается непрерывно по сей день, армянский «Базмавеп» (с 1843 года, Венеция).
Wikipedia
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|{{{1}}} уйрăмĕ]].








ApplySandwichStrip

pFad - (p)hone/(F)rame/(a)nonymizer/(d)eclutterfier!      Saves Data!


--- a PPN by Garber Painting Akron. With Image Size Reduction included!

Fetched URL: http://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1%80%D0%BC%D0%B5%D0%BD_%D1%87%C4%95%D0%BB%D1%85%D0%B8

Alternative Proxies:

Alternative Proxy

pFad Proxy

pFad v3 Proxy

pFad v4 Proxy