Контент патне куҫ

Гронинген

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Гронинген (пӗлтерӗшсем) пăхăр.
Гронинген
гол. Groningen
Ялав[d]Герб[d]
Ӳкерчӗк
Этнохороним Stadjer, Groninger[1], Groningse[1], groningano, groninguès и groninguesa
Официаллӑ чӗлхе голланд чĕлхи и Гронингенское наречие[d]
Патшалӑх
Администрацин тӗп вырӑнӗ Гронинген
Административлӑ-территориллӗ пай Гронинген (община)[3]
Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ Noord-Willemskanaal[d] и Дрентсе-А
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗ мэр[d]
Правительство пуҫлӑхӗ Koen Schuiling[d][4]
Халӑх йышӗ
  • 238 147 чел. (2023 кăрлач 1)
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 7 метр
Тӑванла хула Катовица, Калининград[5], Ольденбург, Грац[6][7], Таллин, Оденсе[d], Ньюкасл-апон-Тайн[d][8], Мурманск, Тяньцзинь и Бремен[9][10][…]
Лаптӑк
  • 83,69 тăваткал километр
Почта индексӗ 9700–9747
Официаллӑ сайт groningen.nl
Карта местонахождения
Палӑксен списокӗ list of municipal monuments in Groningen[d] и list of national monuments in Groningen[d]
Пӗрремӗш хут асӑнни 1040
Вырӑнти телефон кочӗ 050
Гронинген на карте
Гронинген
Гронинген
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Гронинген (гол. Groningen, МФА: [ˈɣroːnɪŋə(n)], ан.-ним. Grunnen, фриз. Grins) — Нидерландӑн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ хула, пӗрешкел ятлӑ провинцин тата общинӑн администраци вырнаҫнӑ вырӑн. Халӑх йышӗ — 184 777 ҫын (2008 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне).

Гронинген — Нидерландӑн ҫурҫӗр енчи чи пысӑк хула. Гронинген — университет хули, унта 50 000 яхӑн студент пурӑнать.

Хула Нидерландӑн ҫурҫӗр енче Гронинген провинци варринче вырнаҫнӑ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 83,69 км² (вӗсенчен тип ҫӗр 79,59 км2, шыв лаптӑкӗ — 4,10 км²). Пӗтӗм халӑх йышӗ 184 777 ҫын, вӗсенчен 45 000 патнелле — аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем, ытларах енӗпе — Гронинген Университетӗнче вӗренекенсем.

Хула историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Гронингенӑн историри планӗ, 1652 ҫул

Хулана Хондсрюг (Hondsrug) районӗн чи ҫурҫӗр вырӑнта никӗсленӗ. Гронингена пӗрремӗш хут ҫыру ҫӑлкуҫӗнче 1040 ҫулта асӑннӑ. Хула территоринче пирӗн эрӑчченхи 3950—3720 ҫҫ. ҫынсем пуррине пӗлтерекен культура сийӗсем тупаҫҫӗ. Археологсем пӗлтернӗ тӑрӑх Гронинген вырӑнӗнче пӗрремӗш пысӑк пурӑну вырӑнӗ пирӗн эрӑн III ӗмӗрӗнче йӗркеленнӗ.

XIII ӗмӗрте, Гронинген пысӑк суту-илӳ центрӗ пулса тӑрсан, унта пурӑнакансем хула хӳмисене туса лартнӑ, ҫапла май вӗсем унӑн вӑйланса пыракан пӗлтерӗшне палӑртнӑ. Хула хӑй таврашӗнчи ҫӗрсене вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, таврари йышлӑ вырӑнти калаҫусене пӗр евӗрлӗ тума пулӑшнӑ. Хулан чи хӑвӑрт аталану тапхӑрӗ XV ӗмӗрте пулса иртнӗ, ун чухне ҫывӑхри Фрисланди провинцине Гронингенран тытса тӑнӑ. Хула 1594 ҫулта Сакӑрвунӑ ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче испансене майлӑ куҫнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне ҫухатнӑ. Каярах Гронинген Пӗрлешӳллӗ провинцисен республики шутне кӗнӗ.

1614 ҫулта Гронинген Университетне никӗсленӗ. Ҫак тапхӑрта Гронинген хӑварт аталанма пуҫланӑ, ҫӗнӗ хула хӳмисене туса лартнӑ. 1672 ҫулта акӑлчансемпе голландсем хушшинчи виҫҫӗмӗш вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл питӗ кирлӗ пулса тӑнӑ, ун чухне хулана Мюнстер архиепископӗ Бернард вон Гален хупӑрласа илнӗ пулнӑ. Хӳме тӑшмана тытса чарнӑ, ҫак пулӑма халалласа ҫурлан 28-мӗшӗнче ҫулсерен фейерверк ярса, уяв ирттерсе уявлаҫҫӗ.

Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи тапхӑрӗнче хулана вӑйлӑ аркатман. Апла пулин те Гронинген тӗп тӳремӗ, Grote Markt ятлӑскер, 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Гронинген хулишӗн ҫапӑҫнӑ чухне шар курнӑ. Сӑваплӑ Мартин чиркӗвӗ, хӑйӗн чаплӑ башнипе, Goudkantoor (хулара налук пухмалли вырӑн пек усӑ курнӑ паллӑ ҫурт) тата хула хӳмисем сиенленмесӗр юлнӑ. Ҫапӑҫу темиҫе кун хушши пынӑ.

Велосипедсене тӑратмалли вырӑн
«Гронинген Ноорд» станци перронӗ

Гронингена «Пӗтӗм тӗнчери велосипедҫӑсен тӗп хули» теҫҫӗ, хулан транспорт ыйтӑвӗн 57 % ытларахӑшне велосипедсем татса параҫҫӗ. Хулари транспорт инфраструктурине велосипедҫӑсемшӗн, общество транспорчӗн пассажирӗсемшӗн, ҫуран ҫӳрекенсемшӗн хӑтлӑлатнӑ: Гронингенра велосипед ҫулӗсем йышлӑ, кашни кӗтесре тенӗ пекех велосипед вырнаҫтармалли вырӑнсем пур, хула варринчи ҫуран ҫӳремелли лаптӑксем пысӑк.

Гронинген — чукун ҫулсем ҫыхӑнакан вырӑн. Гронингенра виҫӗ станци вырнаҫнӑ: «Гронинген», «Гронинген-Европапарк» тата «Гронинген-Норд».

А28 автомобиль трасси Гронингена Утрехтпа, А7 вара Фрисландипе тата Амстердампа ҫыхӑнтарать.

Вӗрентӳ тата культура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гронинген — пысӑках мар хула, апла пулин те вӑл Нидерландӑн ҫурҫӗр пайӗшӗн музыкӑпа ытти ӳнер тӗсӗсене, вӗренӳпе бизнеса аталантаракан центр пек пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Гронингенра пурӑнакан студентсен пысӑк йышӗ те Гронинген пурнӑҫне тӗрлӗ енлӗ сӑн-сӑпат кӗртеҫҫӗ.

Гронинген университечӗ
Университет
Гронинген музейӗ

Гронинген университетне 1614 ҫулта никӗсленӗ, Лейден университечӗ хыҫҫӑн вӑл Нидерландра чи ватӑ университет шутланать. Шӑпах ҫак университетра ӑслӑлӑх докторӗ пулса тӑнӑ Нидерландӑн пӗрремӗш хӗрарӑмӗ Алетта Якобс пӗлӳ илнӗ. Университетран вӗренсе тухнисен йышӗнче ҫавӑн пекех физика енӗпе Нобель премийӗн лауриачӗ пулса тӑнӑ Хейке Камерлинг-Оннес тата Фриц Цернике, Европа тӗп банкӗн пӗрремӗш президенчӗ Вим Дуйзенберг пулнӑ. Гронинген Университечӗ витӗр 200 000 ытла студент, преподавательсемпе тӗпчевҫӗсем тухнӑ.

«Еуроборг» стадион, «Гронинген» футбол клубӗн стадионӗ — хулари чи кӑсӑклӑ ҫурт-йӗрсенчен пӗри. Ӑна 2006 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче уҫнӑ, унта 20 000 куракан вырнаҫайрать. Oosterpark Stadion, унччен Гронингенӑн футбол стадионӗ пулнӑскер, 12 500 ҫын кӑна вырнаҫтарайрать.

Гронингенӑн чи пӗлтерӗшлӗ музейӗ — Гронинген музейӗ. Унӑн тӗп ҫуртне Италири архитектор тата дизайнер Алессандро Мендини юсаса ҫӗнетнӗ. Музея Нидерландри ӳнерӗн чи хальхи, чи инновациллӗ центрӗсенчен пӗри евӗр хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне хулара Анатоми музейӗ, Ҫурҫӗр тинӗс музейӗ, Немейджерти тапак музейӗ, Герардус ван дер Левӑн антропологи музейӗ, Графика музейӗ тата Гронинген университечӗн музейӗ пур.

Гронингенра Stadschouwburg хула театрӗ пур, вӑл Turfsingel-ра вырнаҫнӑ. Хулари чи пысӑк театр тата концерт площадки шутланаканни «Мартини-плаза» ятлӑ. Тепӗр пысӑк культура площадки Trompsingel-ра вырнаҫнӑ, ӑна Oosterpoort теҫҫӗ. Vera — Oosterstraat-ра, Grand Theatre — тӗп лапамра, «Симплон» — Boterdiep-ра вырнаҫнӑ. Темиҫе кафе чӗрӗ кӗвӗ итлеме сӗнеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗринче джаз юрлаҫҫӗ, тӗслӗхрен, унашкал заведенисен йышне — Peperstraat-ра вырнаҫнӑ «Спигелл» джаз-кафе. Гронинген — ҫулсерен иртекен «Eurosonic» фестивале ирттермелли вырӑн, унта пӗтӗм Европӑран нумай ушкӑн пухӑнать.

Гронингенра виҫеллӗ ҫирӗп климат, ҫу вӑхӑчӗ кунта ытла ӑшӑ мар пулин те вӑраха тӑсӑлать, хӗлсем ӑшӑ. Ҫурҫӗр тинӗсӗ хулари ҫанталӑка витӗм кӳрет, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӑл вӑйлӑ ҫилсемпе штормсем илсе килет.

Тӑванланнă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сӑнсен пуххи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Гронинген статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.
pFad - Phonifier reborn

Pfad - The Proxy pFad of © 2024 Garber Painting. All rights reserved.

Note: This service is not intended for secure transactions such as banking, social media, email, or purchasing. Use at your own risk. We assume no liability whatsoever for broken pages.


Alternative Proxies:

Alternative Proxy

pFad Proxy

pFad v3 Proxy

pFad v4 Proxy