Контент патне куҫ

Хапха (спорт)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хапха (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Футбол хапхи

Хапха спортри команда вăййисенче уй хĕрринче лартнă тӳрĕ кĕтеслĕ конструкци. Вăйăсенче командăсем пӳскене, шайбăна хирĕçлисен хапхине кĕртесшĕн кĕрешеççĕ. Кĕртнине гол теççĕ, çакна пула команда тупăш пухать. Хапха юписене штанга, горизонтальлисене — çӳлти кашта теççĕ.

Американ футболĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Американ футболĕнче вăйăран тапса кĕртнĕ голшăн 3 очко параççĕ. Хапха пысăккăшĕ регби вăййинчи виçиллех. Çӳлти каштан çӳллĕшĕ — 10 фут (3 метр), юпасен хушши — 18,6 фут (5,7 метр). Американ футбол стадионĕсенче, хапхана пĕр тĕп юпа çине лартаççĕ.


pFad - Phonifier reborn

Pfad - The Proxy pFad of © 2024 Garber Painting. All rights reserved.

Note: This service is not intended for secure transactions such as banking, social media, email, or purchasing. Use at your own risk. We assume no liability whatsoever for broken pages.


Alternative Proxies:

Alternative Proxy

pFad Proxy

pFad v3 Proxy

pFad v4 Proxy