Контент патне куҫ

Буэнос-Айрес

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Буэнос-Айрес
Skyline of Буэнос-Айрес
Веб-сайчĕ http://www.buenosaires.gov.ar/ Буэнос-Айресан официаллӑ сайчӗ

Буэнос-Айрес (исп. Buenos Aires) — «ырӑ сывлӑш» е «ырӑ ҫилсем»; [ˈbwenos ˈai̯ɾes]) — хула, Аргентинан тӗп хули, ҫершывӑн административлӑ, культурапа экономика тӗп вырӑнӗ тата Кӑнтӑр Америкӑн чи пысӑк хулисенчен пӗри.

Хула лаптӑкӗ 202 км²[1].

Хула историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Буэнос-Айрес халӑхӗ миҫе ҫулхипе арлӑхне кӑтартакан пирамида. Ҫӑлкуҫ: INDEC.[1]
Буэнос-Айрес демографийӗ

Буэнос-Айрес хулинчи халӑх йышӗ юлашки 60 ҫулӗ вӑхӑтӗнче 2,9 млн яхӑн ҫынпа танлашнӑ, ку виҫе халӑхӗ ҫыравӗсем хушшинчи тапхӑрта кӑшт кӑна улшӑннӑ. 2010 ҫулта Аргентина федерацийӗн субъекчӗсем хушшинче халӑх шучӗпе хула 3-мӗш вырӑнта тӑрать, ку кӑтартупа вӑл Кордова тата Санта-Фе провинцисем хыҫҫӑн пырать.

2010 ҫулхи юпа уйӑхӗнче иртнӗ юлашки наци ҫыравӗпе килӗшӳллӗн, Буэнос-Айрес халӑхӗ 2 891 151 ҫынпа танлашнӑ, вӗсенчен 53,8% хӗрарӑм, тепӗр 46,2% — арҫынсем. Хальхи вӑхӑтра хулари халӑх йышлӑхӗн пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине 10 336 ҫынран пуҫласа (тӗп хулан ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ 9-мӗш номерлӗ коммуна) 30 190 ҫын тивнипе (Сан Кристобальпе Бальбанер районӗсенчен тӑракан 3-мӗш номерлӗ коммуна) танлашать. 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче халӑхӑн вӑтам йышлӑхӗ 1 ҫм² ҫине 15 017 пин ҫынпа танлашнӑ.

Буэнос-Айресӑн демографи лару-тӑрӑвӗн уйрӑмлӑхӗ — маятник евӗр ӗҫ ҫыннисен миграцийӗ пурринче. Буэнос-Айреса вӑтамран 1,2 млн ытла ҫын эрнесерен кӳршӗ хуласенчен ӗҫлеме килет. Ҫак йыш федерацин тӗп хулинче регистрациленӗ ӗҫ вырӑнӗсен пӗтӗмӗшле йышӗн 47,7 проценчӗпе танлашать.

Буэнос-Айрес тӗп халӑхӗ ватӑлнипе, чикӗ леш енне эмиграциленине пула тата демографи йывӑрлӑхне (ытларах енӗпе экономикӑра йывӑрлӑхсем сиксе тухнине пула) кӗрсе ӳкнӗрен халӑх йышӗ ӳснин хӑвӑртлӑхӗ XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чакса ларнӑ. Хулара пурӑнакансен 40% Аргентинӑн тӗрлӗ провинцисенче е Мӑн Буэнос-Айресӑн хулаҫумнче ҫуралнӑ. Ҫавӑн пекех, Статистикӑпа халӑх ҫыравӗн департаменчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пурӑнакан 316 739 ҫын ытти ҫӗршывсенчен куҫса килнӗ. 2008 ҫулта ачасем ҫуралнин пӗтӗмӗшле коэффициенчӗ пӗр хӗрарӑм пуҫне 1,94 ачапа тӳр килнӗ (халӑх йышне пӗр шайра тытса тӑма май паракан 2,1 виҫерен ку пӗчӗкрех).

Автомобиль транспорчӗ тата хуласене автобуссемпе ҫыхӑнтарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Буэнос-Айресра 1 320 000 яхӑн транспорт хатӗрӗ шутланать, вӗсенчен 800 000 яхӑн уйрӑм ҫынсен автомобиль транспорчӗ. Унсӑр пуҫне хулара 36 000 такси, 9800 колективо (автобус), 330 000 мотоцикл тата 50 000 тиев машини пур[2]. 2010 ҫулхи пӗрремӗш кварталта общество транспорчӗпе усӑ куракан ҫынсен шучӗ 7% чакнӑ. IBM компани ирттернӗ тӗпчев тӑрӑх, вӗсен ыйтӑмне хутшӑннӑ 34% ӗҫе хӑйӗн автотранспорчӗпе ҫӳрет. Автомобильсен шучӗ ытла нумай пулни ҫулсем пӑкӑланни патне тата ҫул-йӗрти пӑтӑрмахсен шучӗ ӳсни патне илсе ҫитерет. Буэнос-Айресра ирттернӗ пӗр ыйтӑм палӑртнӑ тӑрӑх талӑк хушшинче пӑкӑсенче 30 минут таран тӑнисен шучӗ 43% пулнӑ.

Буэнос-Айресра пӗр ятлӑ провинципе ҫыхӑнтаракан шоссесем пур; Буэнос-Айрес – Ла-Плата шоссе тӗп хулана Ла-Плата хулапа ҫыхӑнтарать, вӑлах Мар-дель-Плата хулана каякан 2-мӗш номерлӗ шоссе урлӑ каҫать. Рикхери шоссе Авенид Хенераль Пас автомагистральрен пуҫланать те хулана пӗтӗм тӗнчери «Эсейсара» аэропорпа ҫыхӑнтарать. Оесте (Анӑҫ) шоссе Лухан хули витӗр иртет. Норте (Север) шоссе Панамерика ҫулӗпе ҫыхӑнтарать.

Хулара ҫавӑн пекех ултӑ автоҫул пур: Дельепиане, Нуэве-де-Хулио-Сур, Эктор Кампора Президент, Вейнтисинко-де-Майо, Перито-Морено тата Артуро Ильиа. Малтанхи виҫҫӗшӗ тӳлевсӗр, ыттисем — хӑвӑртлӑхлӑ шоссесем (аутопистас) — тӳлевлӗ.

Хула тата хулаҫум автобус маршручӗсенче хула автобусӗсем («колективо») ҫӳреҫҫӗ, вӗсем тӗп хулапа тата Буэнос-Айресӑн хулаҫумӗпе тӑсӑлаҫҫӗ. Вырӑнти автобус маршручӗсемпе тӗп хула ҫавӑн пекех ҫуммӑн вырнаҫнӑ Буэнос-Айрес провинцийӗнчи хуласемпе ҫыхӑннӑ. Ретиро автовокзалӗ (исп. Terminal de Ómnibus de Retiro) — Буэнос-Айресӑн тӗп автовокзалӗ, вӑлах Аргентинӑра чи пысӑкки те. Вӑл Ретиро чукун ҫул станцийӗнчен 300 метрта вырнаҫнӑ. Автовокзала автобуссем ҫитеҫҫӗ те ҫӗршывӑн мӗнпур кӗтесне халӑха илсе ҫитереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне автовокзалтан кӳршӗллӗ ҫӗршывсенчи хуласене те, тӗпрен илсен, Монтевидеона, Сантьягона, Санта-Крус-де-ла-Сьеррӑна, Асунсьона тата Бразилинчи хуласене, Фос-ду-Игуасӑва, Порту-Алегрине тата Сан-Паулуна, тӑтӑш рейссем тӑваҫҫӗ.

Чукун ҫул транспорчӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Конститусьон вокзалӗ.

Буэнос-Айресӑн хулаҫумпа ҫыхӑнтаракан чукун ҫул транспорчӗ аван аталаннӑ, вӑл хулана Буэнос-Айрес провинцийӗпе ҫыхӑнтарать. Провинцири халӑх, Буэнос-Айресра ӗҫлекенсем, ку транспортпа тӑтӑш усӑ курать. Унсӑр пуҫне чукун ҫул транспорчӗпе хула транспорчӗ пек усӑ кураҫҫӗ. Чукун ҫул транспорчӗ ҫавӑн пекех метро ҫине куҫса лартма та май парать, ҫапла май кӗске вӑхӑтра Буэнос-Айресӑн тӗрлӗ районӗсене ҫитме май пур. Ҫул хакӗн чи пӗчӗк виҫи SUBE карттӑпа тӳлесен 3 песопа танлашать, 2015 ҫултанпа хут укҫапа тӳлеме май ҫук. TAVe (Буэнос-Айрес — Росарио — Кордова) хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул тӑвас план хатӗрлеҫҫӗ, анчах та, ҫӗршывра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗпе лару-тӑрӑвӗ йывӑррине пула ку проект тӗпчев ӗҫӗсене ирттернинчен малалла шуман.

Сывлӑш транспорчӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мӑн Буэнос-Айрес лаптӑкӗнче темиҫе аэропорт вырнаҫнӑ — пилӗк ҫар аэропортчӗ тата икӗ граждан аэропорчӗ[3].

Вӗсенчен паллӑраххисен шутне Буэнос-Айресран 35 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Эсейса пӗчӗк хулари Пистарини министр ячӗпе хисепленекен пӗтӗм тӗнчери аэропорт (ӑна ҫавӑн пекех «Эсейса аэропорчӗ» ятпа пӗлеҫҫӗ) тата хулан Палермо районӗнче вырнаҫнӑ «Хорхе Ньюберия» аэропорт кӗреҫҫӗ. «Эсейса» аэропортран Кӑнтӑр Америкӑна, Ҫурҫӗр Америкӑна, Европӑна, Африкӑна, Азие тата Австралине вӗҫме май пур. «Хорхе Ньюберия» аэропорт шалти рейссемпе ҫыхӑннӑ, кунтан ҫавӑн пекех Парагвая, Чилине, Бразилине тата Уругвая тӗнче шайӗнчи рейссем тӑваҫҫӗ.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
pFad - Phonifier reborn

Pfad - The Proxy pFad of © 2024 Garber Painting. All rights reserved.

Note: This service is not intended for secure transactions such as banking, social media, email, or purchasing. Use at your own risk. We assume no liability whatsoever for broken pages.


Alternative Proxies:

Alternative Proxy

pFad Proxy

pFad v3 Proxy

pFad v4 Proxy